Гимн Чувашской Республики
Тӑван ҫӗршыв
Г. Лебедев, И. Тукташ
Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух,
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!
Яшсем-херсем вылянӑ чух,
Атте-анне ӑс панӑ чух
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли.
Тӑвансемпе пӗрлешнӗ чух,
Чӑваш тӗнчи ҫӗкленнӗ чух
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли.
|